Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, 1941 ҫулта, Украинӑра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ хыпарсӑр ҫухалнӑ. Нумаях пулмасть унӑн ӳт юлашкине тупнӑ, тӑван тӑрӑха илсе килсе пытарнӑ.
Петр Иванович Халманова 1941 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫара илнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑрҫӑ пуҫланнӑ. 20 ҫулти каччӑ Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ. Анчах вӑхӑт нумаях та иртмен – вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Петр Халмановӑн ӳт юлашкине халь тин тупнӑ. Ӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ялне илсе килнӗ, ҫын ретлӗ пытарнӑ. Масар ҫине ҫын нумай пухӑннӑ. Петр Халмановӑн тӑванӗ те пулнӑ. Тӑванне ҫара ӑсатнӑ чухне вӑл 10 уйӑх ҫеҫ тултарнӑ.
Чӑваш Енри ҫичӗ районти ҫул-йӗре кӑҫалпа килес ҫул «ДорТех» предприяти тытса тӑрӗ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе «Правда ПФО» интернет-хаҫат паллаштарнӑ. Аукциона пӗртен-пӗр предприяти хутшӑннӑ-мӗн. Контракт хакӗ — 252,6 млн тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫул-йӗре тытса тӑма тивӗҫнӗ организацие ик ҫулта хыснаран ҫавӑн чухлӗ укҫа уйӑрӗҫ.
«ДорТех» Улатӑр, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Етӗрне районӗсенче регион тата муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсемшӗн яваплӑ пулӗ.
«ДорТех» предприятин устав капиталӗн 51 проценчӗ Александр Волков аллинче-мӗн. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑвашавтодор» предприятин гендиректорӗ пулнӑччӗ. Ӑна предприяти укҫине вӑрланӑшӑн судпа айӑпласа виҫ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑччӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче уйӑх каялла вилнӗ виҫӗ ҫынна халь тупнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте 81 ҫулти кинемей, унӑн 40-ри тата 42-ри ывӑлӗсем пурӑннӑ. Ҫемье кӳршӗ-аршӑпа хутшӑнман иккен. Вӗсене юлашки хут Ҫӗнӗ ҫулччен куракансем пулнӑ.
Ҫемье епле пурӑннипе паллашма ӗнер полицин участокри уполномоченнӑйӗ, социаллӑ ӗҫчен тата тухтӑр ҫитнӗ. Шаккасан та алӑка уҫмантан вӗсем ӑна ватса кӗнӗ.
Кил хуҫисем кашни расна пӳлӗмре выртнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Малтанласа тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӗсем уйӑх каяллах вилнӗ. Арҫынсенчен пӗри психиатр патӗнче шутра тӑнӑ.
Ҫемьен килӗнче укҫа-тенкӗ пулнӑ иккен-ха. Ҫапах та апат-ҫимӗҫ пулман-мӗн.
Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫул хӗлсерен уҫӑлать. Кӑҫал та ӑна ҫак кунсенче уҫнӑ.
Вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран йывӑр мар машинӑсен ҫеҫ каҫма юрать. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух хӑвӑртлӑха та чакармалла: пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла мар.
Ҫул каҫмалли вырӑна ятарлӑ специалистсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Унта ҫӑлав хатӗрӗсем те пур.
Ҫӗмӗрле район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсен пӑр ҫулпа талӑкӗпех каҫма ирӗк пур.
Пӗлтӗр пӑр ҫула пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хупнӑччӗ. Пӑр ҫийӗн каҫса ҫӳреме пассажирсене те, ҫынсене те ҫав вӑхӑтра чарнӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тӑрӑхрисен тавран ҫӳреме пуҫланӑччӗ. Ҫу уйӑхӗн варринче тӳррӗн каҫмалли вӑхӑтлӑх кӗпер вырнаҫтарнӑччӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ял вулавӑшӗнче паян Христос ҫуралнине халалласа «Рождество идет, радость нам несет» (чӑв. «Раштав килет, пире савӑнӑҫ парнелет» ятлӑ уяв каҫӗ иртнӗ.
Хутарти чиркӳ ҫумӗнчи вырсарни ушкӑнне ҫӳрекен ачасемпе (ертӳҫи Озякова Л.И.) кунта ӗҫлекен Николаева А.Н., Шангеева А.А. вӗрентекенсем уява тӗплӗн хатӗрленни аван курӑнчӗ. Сӑмахран, Христос ҫурални ҫинчен хӑтлав (презентаци) та ӑсталанӑ.
пухӑннисен чӗринче икӗ пирӗшти ташлани, «Валенки» (чӑв. Ҫӑматӑ) ташӑ, Ҫӗнӗ Ҫула тата хӗле халалланӑ сӑвӑ-юрӑ, Хутарти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ӗмӗт» фольклор ушкӑнӗ «Сурхури» йӑли-йӗркипе паллаштарни асра юлчӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра сӗтӗн пӗр литрне 19 тенкӗ те 40 пуспа туяннӑ. Эрне каяллахипе танлаштарсан хак 20 пус йӳнелнӗ.
Ытти ҫул сӗт хакӗ хӗлле хӑпарнӑ пулсан, кӑҫал урӑхларах лару-тӑру пулнине Чӑваш енӗ Ял хуҫалӑх министерствинче типӗтнӗ сӗтӗн тата услам ҫавӑн интервенцийӗ пирки кӑҫал ҫӗршыв шайӗнче йышӑнманнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Сӗт хакӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва паян республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Халӑхран туянакан сӗт хакӗ Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай, Пӑракав районӗсенче 1 тенкӗ чакнӑ.
Сергей Артамонов вице-премьер — министр шухӑшланӑ тӑрӑх, сӗт хакӗ хӗлле чакни йӗркеллӗ япала мар, ку вӑл район администрацийӗсем ӗҫлесе ҫитерейменнине пӗлтерет.
«Пире тӑван кӗтсе тӑрать», «Шӑматкун каҫхине», «Ҫыру ҫырсамӑр салтаксем патне» - ҫак юрӑсен авторӗ камне калама та кирлӗ мар. Юрий Кудаков! Ҫак кунсенче вӑл 75 ҫул тултарнӑ. Унӑн кӗввисем «Праски инке хӗр парать», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» спектакльсене те илемлетеҫҫӗ.
Юрий Кудаков Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар ялӗнче 8 ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Юбилей каҫӗ унта иртнӗ. Ентешӗсем ӑна хисеплеҫҫӗ. Композитор Хутар, Ҫӗмӗрле районӗн гимнӗсене хайланӑ. Ытти тӑрӑхсене те ҫырса панӑ вӑл. Тӗслӗхрен, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Лев Ефимова йӑх гимне хайласа панӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне 50 ҫула яхӑн паллаҫҫӗ.
Хутара композитора саламлама Шупашкартан чылай хӑна килнӗ. Тӗслӗхрен, Чӑваш халӑх ӳнерҫи Николай Енилин. Вӑл Юрий Кудакова ҫамрӑк чухне пир ҫине ӳкерсе юлнӑшӑн хӗпӗртет.
Уяв каҫӗнче пултаруллӑ композитор ҫӗр-ҫӗр ӑшӑ сӑмах илтнӗ. Унӑн юррисене чӑваш халӑхӗ чунран юратать.
Чӑваш Енре ҫынсене кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран вӑхӑтра куҫарса пӗтереймен. Шучӗпе ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах палӑртнине ку вӑхӑт тӗлне Канаш, Комсомольски тата Шупашкар районӗсенче ҫеҫ пӗтернӗ. Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Ҫӗмӗрле тата Етӗрне районӗсенче планпа пӑхнӑ вӑхӑт тӗлне ӗлкӗреймен.
Уншӑн хула-район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене прокурор асӑрхаттарӑвӗсем ҫитсе выртнӑ. Пуҫлӑх пуканне йышӑнакан тӑватӑ ҫын тӗлӗшпе адмиоистративлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗмӗрле хула пуҫлӑхне явап тыттармӗҫ, мӗншӗн тесен ку должноҫе вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ҫеҫ йышӑннӑ.
Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери тата Шупашкар районӗсенче ҫурт-йӗр тӑвакансене те васкаманшӑн прокуратура хут ҫырса панӑ. Ун пек асӑрхаттару республикӑн строительство министрне те лекнӗ.
Чӑваш Енре ҫурт-йӗре ӑшӑ пама пуҫларӗҫ-ха. Ӑна яланхиллех чи малтан социаллӑ учрежденисене ҫитереҫҫӗ, кайран — пурамалли ҫуртсемпе промышленноҫ предприятийӗсене. Ҫапах та республикӑри хӑш-пӗр объектра паян кун та сивӗ-ха. Ҫакӑ ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунти кунсерен ирттерекен канашлура палӑрнӑ.
Нумай объекта тунти кун—ытлари кун ӑшӑ пама палӑртнӑ. Газпа тивӗҫтерекенсен умӗнчен парӑмсем пурри те чӑрмав кӳрет, ҫапах та яваплисем ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме шантарнӑ.
Хальлӗхе 5 ача пахчипе 9 шкулта ӑшӑ паман иккен. Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Юрий Исаев вӗренӳ заведенийӗсене ӑшӑ парассине ҫывӑх кунсенчех вӗҫлеме шантарнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑшӑтма тытӑнмалла.
Чӑваш Енре камсен хир сыснине пеме юрать? Нумаях пулмасть, аван уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви шӑпа янӑ.
Кӑҫалхи сезонра республикӑри 5 муниципалитетра 26 хир сыснине пеме палӑртнӑ. Сунара тухма 26 ҫын тивӗҫнӗ.
Патӑрьел районӗнче Кудрявцев А.М., Сергеев К.В., Мальцев И.Ю., Князев П.П. сунара тухӗҫ. Йӗпреҫ районӗнче ҫаксене хир сыснине пеме ирӗк панӑ: Артемьев В.В., Васильев С. А., Козлов П.З., Павлов Л.В., Тарасов А.Л., Дмитриев В.Н. Комсомольски районӗнче ҫаксем тивӗҫнӗ: Ларионов В.Н., Григорьева А.Л., Шуряшкин Д.Л., Шуряшкин О.Г. Хӗрлӗ Чутай районӗнче Платонов В.И., Антонов А.А., Данилов П.В., Гусев С.В. сунара кайӗҫ. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче вара ҫаксем шӑпа ярсан ҫӗнтернӗ: Мартынов Н.А., Мурашкин В.Н., Кожевников С.И., Самойлов О.М.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |